13442 | Выҫса ҫӳрекене Турӑ тӑрантарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13443 | Выҫсан ҫӑкӑр та кулач пулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13444 | Выҫсан ҫӑкӑр та тутлӑ, тӑрансан пыл та йӳҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13445 | Выҫсан ыраш ҫӑкӑрӗ те кулачӑ пек. | Тутӑ — Выҫӑ |
13446 | Выҫҫи улать, тутти кулать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13364 | Ӗҫес килни пус та чавтарать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13365 | Ӗҫес килсен тин пусӑ чавмаҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13366 | Ӗҫес килсен тумлам та хаклӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13367 | Ӗҫес килсен шыв та тутлӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13368 | Ӗҫес килсен шыв та шерпет пек. | Тутӑ — Выҫӑ |
13369 | Ӗҫес те мар, ҫиес те мар — ма тӗнчере пурӑнас? | Тутӑ — Выҫӑ |
13370 | Ӗҫес текен сӑлтавне те тупать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13372 | Ӗҫесси ӗҫлесси мар, ӳпӗнтер те ӳпӗнтер. | Тутӑ — Выҫӑ |
13373 | Ӗҫесси ӗҫлессиех мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
13371 | Ӗҫесҫи ансат, мухмӑрӗ асап. | Тутӑ — Выҫӑ |
13374 | Ӗҫке ӗҫме ӑс кирлӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13385 | Ӗҫке ырӑ та, мухмӑрӗ усал. | Тутӑ — Выҫӑ |
13375 | Ӗҫке ярӑннӑ — тӑванне маннӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13376 | Ӗҫкӗ айӑпра мар, ӗҫекен айӑпра. | Тутӑ — Выҫӑ |
13379 | Ӗҫкӗ вӗҫӗ вуник вӗҫлӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13377 | Ӗҫкӗ ӗҫме лайӑх ырӑ куҫ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13378 | Ӗҫкӗ ӗҫнӗ чух калаҫу тупӑнсах пырать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13380 | Ӗҫкӗ пуҫа ҫавӑрать теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13381 | Ӗҫкӗ ҫара кут хӑварать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13384 | Ӗҫкӗ тесе ӑса сутса ӗҫес мар. | Тутӑ — Выҫӑ |
13386 | Ӗҫкӗ этеме этем тӗсӗнчен кӑларса выльӑх тӗслӗ тӑвать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13382 | Ӗҫкӗ-ҫикӗ мыскараллӑ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13383 | Ӗҫкӗ-ҫикӗ мыскари хура ӗнен мӑйраки. | Тутӑ — Выҫӑ |
13387 | Ӗҫкӗре лапӑсти карчӑксем те ташлаҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13388 | Ӗҫкӗре хамӑр тӑван, ӗҫкӗ иртсен — ют Иван. | Тутӑ — Выҫӑ |
13389 | Ӗҫки пулсан ӗҫекенӗ тупӑнать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13390 | Ӗҫме пӗлмесен курка тытма та кирлӗ мар теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13393 | Ӗҫме чӑх та ӗҫет, ӳсӗр пулмасть, ятне ҫӗртмест. | Тутӑ — Выҫӑ |
13391 | Ӗҫме-ҫиме пулмасан ыр сӑмахпа та пулин сӑйла тенӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13392 | Ӗҫме-ҫиме хушшинче хуҫи ятне асра тыт. | Тутӑ — Выҫӑ |
13394 | Ӗҫмен сӑран тути ҫук, юрламаннин илем ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
13395 | Ӗҫнӗ ҫын пурте ӳсӗр мар теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13396 | Ӗҫтерсен ухмах та юрлать теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13448 | Йӳҫӗ — тӑвар пек, тутлӑ — пыл пек. | Тутӑ — Выҫӑ |
13447 | Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫас. | Тутӑ — Выҫӑ |
13449 | Йӳҫӗ эрех йӳҫҫи чӗлхӳ ҫине ан ҫаптӑр. | Тутӑ — Выҫӑ |
13450 | Йӳҫҫи такӑнтарать вӑл. | Тутӑ — Выҫӑ |
13451 | Йӳҫҫине пӗлмесӗр тутлӑ ҫук. | Тутӑ — Выҫӑ |
13452 | Йытӑ вӗрме пӑрахмӗ, эрех ӗҫекен пӑрахмӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |
13453 | Калхус кӗлетӗнче шӑши выҫӑ вилнӗ тет. | Тутӑ — Выҫӑ |
13454 | Кам ӗҫнӗ чух пит савӑнать, ҫав урӑлсан пит хурланать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13455 | Кам эрехе юратать, вӑл хӑйне хӑй пӗтерет. | Тутӑ — Выҫӑ |
13456 | Каҫхи хырӑм каҫарать, ирхи ирттерет, кӑнтӑрлахи кӑтӑртать. | Тутӑ — Выҫӑ |
13457 | Каҫхи хырӑм каҫарать, ирхи хырӑм ирттермест. | Тутӑ — Выҫӑ |
13458 | Кӑвакал ҫиме кай та, хурна янтӑла теҫҫӗ. | Тутӑ — Выҫӑ |